К.В. Иванов ячӗллӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденлӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ӗнер пӗлтерчӗ.
Аса илтеретпӗр, академи драма театрне хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ятпа Юрий Владимиров ертсе пырать. Маларах вӑл пуҫлӑхӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унчченхи ертӳҫӗне Вадим Ефимова культура министрне лартнӑ хыҫҫӑн Юрий Мефодьевич пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пычӗ.
Сӑмах май каласан, культура министрӗн тивӗҫне халӗ Константин Яковлев пурнӑҫлать.
Конкурс Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 417-мӗш пӳлӗмре чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре иртӗ. Конкурс комиссине ертӳҫӗ пулса культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ертсе пырӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Нина Яковлева 75 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ иртнӗ. Юбиляра саламлама ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, артисткӑн тӑванӗсемпе тусӗсем, унӑн пултарулӑхне юратакансем килнӗ.
Константин Яковлев Нина Яковлевӑна наци культурин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшан тав сӑмахӗ каланӑ. Уяв каҫӗнче Нина Михайловна ячӗпе нумай ырӑ сӑмах янӑранӑ. Унӑн пултарулӑхне республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашӗнче те юратаҫҫӗ. Мускавра, Хусанта, Ӗпхӳре, Самарта, Чӗмпӗрте, Питӗрте тата ытти тӑрӑхра ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.
Аса илтерер: Нина Яковлева Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл наци кӑмӑл-туйӑмне, халӑх психологине лайӑх пӗлет. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине вӑл 1961 ҫулта тухнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗсене Ирина Садовниковӑна тата Николай Булаткина асӑнса «Асамлӑ чаршав» фестиваль пуҫланнӑ. Ҫак икӗ актер та Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Кашни ял тӑрӑхӗ паллӑ чӑваш драматургӗсен е ҫыравҫисен пьесисем тӑрӑх спектакль лартӗ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ав, Штанашри культура ҫуртӗнче Николай Угаринӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Савнӑ кин» спектакль лартнӑ. Постановка пӗр пӗрне юратакан Шурикпа Феня тата Вовчикпа Нюра пирки. Аслисем сӑмсине чикнине, ҫамрӑксем хӑйсем пӗр пӗрне ӑнланманнине пула шӳтлӗ самантсем сиксе тухаҫҫӗ. Рольсене Надежда Егорова, Владимир Париков, Николай Майоров, Ираида Семенова, Елена Майорова, Надежда Шипеева, Евгений Майоров калӑпланӑ.
Сӑнсем (23)
Чӑваш халӑх артсистки Нина Яковлева сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки нумаях пулмасть 75 ҫул тултарнӑ.
Праски рольне калӑплаканскер юбилейне тӑван тӑрӑхӗнче — Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче те — паллӑ тунӑ. Унта Нина Яковлевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Актрисӑна район центрӗнче те юбилейпе саламланӑ.
Нина Михайловна тӑван тӑрӑхне час-часах килсе ҫӳреймест. Хальхинче вӑл унта театрти ӗҫтешӗсемпе килнӗ. Ентешӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
Нина Яковлева ҫамрӑклӑхне аса илнӗ. Паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Вӑл чылай сӑнара калӑпланӑ. Ӗҫне кура хисепӗ те. Ентешӗсем унпа мухтанаҫҫӗ.
Унтан актерсем Вӑрмарта чарӑннӑ. Унта та Нина Михайловнӑна саламласа юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унта театр ӗҫченӗсем «Чикагӑри асатте пурлӑхӗ» камите кӑтартнӑ. Нина Яковлева тӗп роле калӑпланӑ.
Ӗнер К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлнӑ. Чӑвашри самай ҫулланнӑ культура учрежденийӗ хӑйӗн чаршавне ӗнер 98-мӗш хут уҫса ӳнерӗн ҫак енне кӑмӑллакансене хӑй тавра чӑмӑртанӑ.
Чӑваш академи драма театрӗ юлашки ҫулсенче сезона ҫума та, хупма та Федор Павловӑн «Ялта» пьеси тӑрӑх ҫав ятпах лартнӑ спектакльпе уҫаканччӗ. Пытармасӑр каласан, хӑш-пӗр куракан ку вӑл ывӑнтарса та ҫитернӗччӗ. Театрта вара «Ялтана» суйланине унта мӗнпур артист вылянипе сӑлтавлатчӗҫ. 98-мӗш сезон И. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе уҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ спектакль (ӑна иртнӗ сезон хупӑнас умӗн кӑна куракан патне пуҫласа ҫитернӗччӗ те вӑл кивелменнине кура ҫапла каларӑмӑр) умӗн республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев саламланӑ. Ытти шайри тӳре-шара ҫӗнӗ сезон ячӗпе саламлама пырса ҫитеймен.
Сӑнсем (16)
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Культура министерстви проект пуҫарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар 55 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ.
Химиксен хулинче пӗр эрне спектакльсем кӑтартӗҫ. Унта Чӑваш Енри паллӑ театрсем хутшӑнӗҫ. Социаллӑ культура проекчӗ «Театр эрни ятлӑ». Аса илтерер: химиксен хули ҫурлан 30-мӗшӗнче 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Паян «Химик» культура керменӗнче 18 сехет ҫурӑра «Сарпике» балет лартнӑ. Ыран, ҫурлан 26-мӗшӗнче, унтах Ҫамрӑксен театрӗ ачасем валли «Один дома» спектакль кӑтартӗ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче «Химик» культура керменӗнчи концерт залӗнче Чӑваш драма театрӗ «Чикагӑри асаттен пурлӑхӗ» спектакле лартӗҫ. Унтах тепӗр кун Вырӑс драма театрӗ «Азалия» камит кӑтартӗ.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче 15 сехетре «Клоунсен карнавалӗ» шоу пулӗ. Унта Чӑваш патшалӑх эксперимент драма театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗ сезона Оперӑпа балет театрӗнчен кӑшт каярах уҫӗ. Театр куракансене зала авӑнӑн 23-мӗшӗнче пухӗ.
Кӑҫал драма театрӗ 98-мӗш сезонне Иоаким Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» («Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун») спектаклӗпе уҫӗ.
Ҫурлан 20-мӗшӗнче театр труппи пухӑннӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов коллектива тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, Чӑваш драма театрӗ республикӑра иртекен паллӑ пулӑмсене хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Матьшӳ ялне К.В.Иванов драма театрӗн артисчӗсем ҫитнӗ. Ку мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ вӗсем.
Артистсем матьшӳсем патне А.Пӑрттан «Килех килчӗ Тур ҫырни» камитпе килнӗ. Куракансем Шупашкар артисчӗсене хапӑлласах йышӑннӑ.
Артистсене сцена ҫинче лайӑх вылянӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Л.Иванов тата ялта пурӑнакан В.С.Васильев тав сӑмахӗ каланӑ, ӗҫре ӑнӑҫу, ҫитӗнӳсем суннӑ.
Шупашкарта Республика кунӗнче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫав кун Чӑваш Ене Раҫҫейри 34 регионти чӑвашсем килсе ҫитнӗ.
Ав Анатолий тата Николай Архипкинсем — Пенза облаҫӗнчен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, унта 7000 чӑваш пурӑнать. Вӗсем те наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ Шупашкара яланах хаваспа килеҫҫӗ.
Анатолий Архипкин каланӑ тӑрӑх, килте вӗсем вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Ене килсен вара вырӑссемпе те чӑвашла пуплеҫҫӗ.
Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнса наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма ҫӑмӑл мар. Хакас Республикинчен килнӗ хӑнасем вара чӑваш халӑх йӑлине ӳсекен ӑрӑва парса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Хакас Республикинчен килнӗ Любовь Николаева каланӑ тӑрӑх, вӗсен ялӗнче чӑваш музейне, чӑваш центрне уҫнӑ. Ҫапла вӗсем ҫамрӑксене илӗртме, чӑваш культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Акатуйра концерт иртнӗ. Чӑваш драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш ушкӑнӗсем юрланӑ. Наци музейӗ патӗнче вӑй виҫнӗ, Анне монуменчӗ патӗнче вара этноял пулнӑ. Унта наци апатне тутанма, алӗҫӗсене курма май пулнӑ.
Акатуйра мӗнпур хӑна вӑйӑ картине тӑрса ҫаврӑннӑ.
Паян, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Чӑваш АССР, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР тата РСФСР халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки Нина Яковлева 75 ҫул тултарать.
Нина Михайловна Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ГИТИСӑн чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. 1961 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сцени ҫинче вылять.
Нина Яковлева чӑваш халӑхӗн наци сӗмне, психологине туйса рольсене вылять. Ӑна куракансем юратаҫҫӗ. Вӑл вун-вун сӑнара калӑпланӑ: Виола («Вун иккӗмӗш каҫ»), Надежда («Аркатакансем»), Лиза («Тӑван кил»), Екатерина Андреевна («Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ»), Праски инке («Праски инке хӗр парать»), Сетнер амӑшӗ («Нарспи») тата ыттисем те.
Унӑн пултарулӑхне Чӑваш Енре кӑна мар, ытти тӑрӑхра та килӗштереҫҫӗ. Мусквра, Питӗрте, Ярославльте, Хусанта, Ӗпхӳре, Самарта, Чӗмпӗрте тата ытти хулара куракансем ӑна ура ҫине тӑрса алӑ ҫупаҫҫӗ.
2010 ҫулта Нина Михайловнӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |